kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Поэзия Светланы Асамат

Нажмите, чтобы узнать подробности

Кашни хал?х?нах илемл? литератури пур. Унта ёав хал?х авалтанпах утса тухн? тумхахл? пурн?ç çул? х?йне çеç ев?рл? летопиç майл? й?ркеленсе пырать. «Летопиç» тенине вара ш?пах çыравç?сем, х?йсем пултарн? таран, в?х?тра ?лк?рсе çырса пыма т?р?шаçç?, иртсе пыран пурн?çа.

Ш?пах çълерех ас?нн? т?ллевсене т?пе хурса, хальхи в?х?тра çине т?рсах литература ани çинче т?р?шакансенчен п?ри - Светлана Асамат с?в?ç. В?л ч?ваш литературинче чи тух?çл? ?çлекенсенчен п?ри шутланать. Сак?р к?неке пичетлесе к?ларса вулакансем патне çитерч? пултарулл? çыравç?. Ун?н пултарул?хне хак парасси – малашл?х ?ç?.

С. Асамат пултарул?х? т?рл? енл?: с?в? ?сти те в?л, хал?х юратакан, хисеплекен юр?ç та, талантл? к?в?ç? те.

Светлана Асамат с?мах? вит?мл?, ч?лхе ян?рав? çып?çулл?, ъкерч?к?сем ч?р?, с?нар?сем ?нентерълл?. Поэт илемл?х ?сти, илем урл? шух?шлакан философ. Философий? вара наци паллисене хал?х й?ли-й?рки, с?нав?, илемл? с?махл?х? пирки куллен шух?шласа с?в? й?ркисем ш?рçалать.

Наци культурин х?йев?рл?хне упрасси, аталантарасси те т?п выр?н йыш?нать С. Асамат с?ввисенче. В?л т?ван ч?лхем?р илем? çухаласран, ч?ваш çынни х?й?н авалхи тымар?сенчен тат?ласран п?ш?рханса çырать.

С?в? ?сти пулнипе п?рлех в?л хисепл? юр?ç та, талантл? к?в?ç? те. Баян та, с?рме куп?с та, фортепьно та калать.

Светлана Асамат (Светлана Васильевна Смирнова) 1952-м?ш çулхи июн?н 24-м?ш?нче Канаш район?н Кайри ?нтав?ш ял?нче çуралн?.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Поэзия Светланы Асамат»

Михуткина М.Г.

Г. Чебоксары

Поэзия Светланы Асамат

Кашни халăхăнах илемлĕ литератури пур. Унта ёав халăх авалтанпах утса тухнă тумхахлă пурнăç çулĕ хăйне çеç евĕрлĕ летопиç майлă йĕркеленсе пырать. «Летопиç» тенине вара шăпах çыравçăсем, хăйсем пултарнă таран, вăхăтра ĕлкĕрсе çырса пыма тăрăшаççĕ, иртсе пыран пурнăçа.

Шăпах çълерех асăннă тĕллевсене тĕпе хурса, хальхи вăхăтра çине тăрсах литература ани çинче тăрăшакансенчен пĕри - Светлана Асамат сăвăç. Вăл чăваш литературинче чи тухăçлă ĕçлекенсенчен пĕри шутланать. Сакăр кĕнеке пичетлесе кăларса вулакансем патне çитерчĕ пултаруллă çыравçă. Унăн пултарулăхне хак парасси – малашлăх ĕçĕ.

С. Асамат пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: сăвă ăсти те вăл, халăх юратакан, хисеплекен юрăç та, талантлă кĕвĕçĕ те.

Светлана Асамат сăмахĕ витĕмлĕ, чĕлхе янăравĕ çыпăçуллă, ъкерчĕкĕсем чĕрĕ, сăнарĕсем ĕнентеръллĕ. Поэт илемлĕх ăсти, илем урлă шухăшлакан философ. Философийĕ вара наци паллисене халăх йăли-йĕрки, сăнавĕ, илемлĕ сăмахлăхĕ пирки куллен шухăшласа сăвă йĕркисем шăрçалать.

Наци культурин хăйевĕрлĕхне упрасси, аталантарасси те тĕп вырăн йышăнать С. Асамат сăввисенче. Вăл тăван чĕлхемĕр илемĕ çухаласран, чăваш çынни хăйĕн авалхи тымарĕсенчен татăласран пăшăрханса çырать.

Сăвă ăсти пулнипе пĕрлех вăл хисеплĕ юрăç та, талантлă кĕвĕçĕ те. Баян та, сĕрме купăс та, фортепьно та калать.

Светлана Асамат (Светлана Васильевна Смирнова) 1952-мĕш çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Канаш районĕн Кайри Ăнтавăш ялĕнче çуралнă.

Светлана Асаматăн юрă-кĕвĕ ỹнерĕнчи пултарулăхĕ ятарлă тĕпчеве тивĕçлĕ. Профессилле сăвă ăсти пулнипе пĕрлех вăл сумлă юрăç та, талантлă кĕвĕçĕ те. Пирĕн чăвашра унăн юррисене илтмен çын çук та пулĕ. Эстрадăра, чăваш эфирĕнче унăн ячĕ пуриншĕн те паллă. Чăваш элчи пулса Раççей çĕрĕнче çитмен вырăн хăвармарĕ ĕнтĕ вăл, Мускавра та, Киевра та, Хусанпа Ĕпхỹре те, Кемеровăпа Мурманскра та, чикĕ леш енчи çĕршывсенче те сахал мар çỹрерĕ, чăваш ятне çĕкленипе пĕрлех чăваш чăмăртанăвĕшĕн те вăй хучĕ. Кунта С. Асаматăн телекурав редакцийĕнчи ĕçĕ-хĕлне те асăнмасăр иртме çук: музыка кăларăмĕсене кашни куракан-итлекен кăмăлне каймалла ертсе пыни хăех общество пурнăçĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать. Юрă – халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ, юн таппийĕ. Вăл халăх пурнăçĕ пекех вăрăм, халăх пурнăçĕ пекех нумай шухăшлă. Чăваш юрринче этем çут çанталăкпа киленни; ака-суха туса, тыр-пул ỹстерсе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, ача-пăча пăхса усраса савăнни; тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттерсе çут-çанталăка пăхăнтарма, хăйне çĕклеме тăрмашни; хуçалăхне çĕклесе пурнăçне йĕркелеме тăрăшни палăрса юлнă. Анчах, Н.И. Ашмарин калашле, халăх-хуçалăх, çăкăр-тăвар, ача-пăча, кил-çурт интересĕпе çеç пурăнман Вăл пурнăç çине ăслă философ куçĕпе пăхнă: хăйĕн çут çанталăкри вырăнне ăнкарма, общество пурнăçĕпе историйĕнчи вырăнĕпе пĕлтерĕшне пĕлме тăрăшнă.

Светлана Асамат вунă çул хушши радиопа телевидени хорĕнче юрланă. Чылай юрра çăмăл çунатпа эфира ăсатнă. Хота кăна мар, квартетра та юрланă. Чăваш ССР тава тивĕçлĕ артистки Т. Гурьева, Чăваш ССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Любовь Лазерова, Людмила кузнецова тата Светлана Асамат пулнă квартетра. «Ан кай, тăван», «Каçа юлнă куккук сасси», «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет» т. ыт. нумай юрăсене пĕрле чун панă. Телекуравçăсен кăмăлне вăй çитнĕ таран тивĕçтерме тăрăшнă.

Пирĕн чăвашра унăн юррисене илтмен çын çук та пулĕ. Светлана Асамат чăваш эстрада тĕнчинче чи паллă ятсенчен пĕри. Светлана Асамат хăй каласа панă тăрăх, вăл нихăçан та сăвăç пулма ĕмĕтленмен, юрăç пулма вара мĕн пĕчĕкренех ĕмĕтленнĕ. Тамара Чумакова пек пулас тенĕ вăл. 3-мĕш класра чухне ашшĕ ăна сĕрме купăс калама вĕрентнĕ, каярах районти концертсене хутшăннишĕн пĕчĕк сĕрме купăс парнеленĕ. Шкулта чухнех сĕрме купăс каланă, юрланă.

Хăйĕн сăввисемпе çырнă юррисем 30-а яхăн унăн. Унсăр пуçне П. Хусанкай, Ç. Мишши, Энтип Ваççи, Г. Айхи сăввисемпе кĕвĕленисем пур.

Чăваш халăх юррисене те сахал мар юрлать С. Асамат. Унăн хăй илемлетнĕ «Пурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулать» юррине асăнсан: «Ĕмĕрлĕх юрă вăл маншăн», – тет юрăç. Унта çакăн пек сăмахсем пур. «Тăван халăха сума сăвас пулать, сума сăвас пулать анчах мар. Сума сăвас пулать, ыр ĕç тăвас пулать, унсăрăн ята çухатан...» Çав ята ярас килмест. Манăн чăваш мĕскĕн тенине ĕненес килмест. Чăваш вăл мскĕн мар, вăйлă, анчах хăйĕн вăйне шалта усрать. Çак тĕнчене уçă сывлăш килессе кĕтет. Ун чухне хăйĕн чунне уçса парать. Ята ямасăр – пурăнсан пурăнатпăр, ята ярсан вара пĕтетпĕр» Юрăçă тата сăвăçă пулнă май Светлана Асамат сăвă кĕвĕлĕхне аван тытса пырать. Чăваш халăхĕ пĕлекен юрăçă сасси чăнласах та тăван чăваш ялĕсене куçрĕ.

Мĕнлерех-ха С. Асаматăн поэзири сăн-сăпачĕ. Тỹрех каламалла хăйне евĕрлĕхĕ пысăк унăн. Çав хăйне евĕрлĕхе эпир чи малтана туйăм çепĕçлĕхĕнче куратпăр. Асамат лирикинче тăван çĕршыва, чăваш халăхне, чĕлхине чунтан хисеплени те тĕп вырăнта. Чăваш чăваша юраттăр. Ырă сунтăр, хăй халăхне мĕскĕне ан хăвартăр, сăпайлă пултăр, тăван ашшĕ-амăшне хисеплетĕр.

Светлана Асамат поэзийĕ пурнăçа тĕрлĕ енлĕн сăнлать, вулакан кăмăл-туйăмне хускатса тарăн шухăша ярать, пурăнма, юратма хавхалантарать.

Пурнăç пулăмĕсем çине кун-çул тỹпинчен пăхакан поэт çут çанталăка та, çынпа çын хутшăнăвне те, туслăхпа юратăва та философилле шухăш-туйăмпа пахалать.

Чăвашлăх çинчен каланă йĕпкесем çĕнĕлле сулăмпа янăраççĕ, чун   сипетлĕхĕ пирки çырнă чухне те сăвăç пĕр хăйне кăна тивĕçлĕ шухăш-туйăм çемми тупать. Шăпах çакăнта курăнать те поэт хевти.

С. Асаматăн сăввисенче сăнарĕсем йăлтах чăвашăн. Поэт çут çанталăк çине чăваш куçĕпе пăхать. Чăвашăн хăйне çут çанталăкăн пĕр пайĕ пек пуласси сĕм авалтан килекен туртăм. Кун пирки Н.И. Ашмарин тĕпчевçĕ çапла каланă: «Чуваш, живя простою жизнью, близкого к природе, связан с природой какими-то непонятными для нас указами: в его напевах видно, что он чувствует с нею какую-то солидарность, любит ее как существо одухотворенное, непонимающее его нужды».

Авалхи чăвашсем çут çанталăка, чĕр чунсен тĕнчине тата çынна пĕр пĕтĕмĕшле пĕрлĕхре пăхнă. Çавăнпа çĕре турă вырăнне хунă, ăна пуç çапнă, сиен тума хăранă, унăн пулăхне ỹстерме тăрăшнă. Çут çанталăка ăнлануллă юратни çынна ăс-хакăлпа ырă шухăш-кăмăл çуратма ырă майсем хатĕрленĕ, йăла-йĕрке культурине халăхăн ăнланулăхне аталантарма хăватлă никĕс туса панă.

Çăлкуçсем, çăлкуçсем,

Çĕр-анне куçĕсем

Пуç тайса, сан умнах

Чĕркуçленнĕ этем.

Сăвăç пултарулăхĕн тĕп паллисенчен пĕри – лирика геройĕн чунне пĕтĕм çут çанталăк хăйĕн этемле шухăш-кăмăлĕпе, илемĕпе вырнаçни.

Валак çинчен валак çине

Хĕпĕртесе сике-сике,

Çăлкуç çути, куçне хĕссе,

Ман кулăпах йăлтăртатать.

Ку сăвăра лирика геройĕ тăван амăшне тунсăхласа çитсен çăлкуç патне утма калать. Çăлкуç иккен амăшĕ çине ун куçĕпех савса пăхать, ун сассипех шăнкăртатать.

Асамат лирикинчи çăлкуç сăнарĕ - символла сăнар. Поэтшăн çак çĕр айнчен юхса тухакан сĕткен ĕненỹ те, ăнтăлу та, юрату та:

Чăн, ĕненес килет

Çăлкуç пуриншĕн те ялан

Кал-кал, патваррăн тапасса,

Ман мăнуксен ачисемпе

Ытти ăру пуласлăхĕ

Телейлĕ, мирлĕ пуласса


Юхса ĕшĕннĕ çăлкуçсем

Типеççĕ, çĕр çинчен çĕтеççĕ

Ăснишĕн мар, сурнишĕн пуль

Тек ăсăнас темеççĕ.

Çăлкуçсем типсе пыни, вăрмансем çарални шухăшлаттарать лирика геройне. Шухăшлама сăлтавĕ те пур, мĕншĕн тесен – çут çанталăкăн симĕс витĕмĕ чаксах пырать-çке, çĕрĕ-шывĕ наркăмăшланать, янкăр сывлăшĕ те тасамарланать:

Сулхăн. Канлĕ. Утнăçемĕн

Малаллах утас килет.

Каснă йывăçа куран та –

Чунăм чĕтресе илет.

Экологи ыйтăвĕсем сăвăçа пĕр вĕçĕм канăçсăрлантарнă. С. Асамат чĕре хушнипе çĕре, пурнăç çăл куçне-шыва, çĕрпе тĕрĕс усă курасси çинчен нумай сăвă йĕрки çырнă.

Çынсем чăнах та çут çанталăк пурлăхĕпе типтерлĕ усă курмаççĕ. Кама мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ валли илет. Анчах пирĕн хыçăн килекен ăрусем валли мĕн юлĕ-ши? Çавăнпа сăвăçăн лирика геройĕ çут çанталăка юратма, унпа яланах килĕшỹллĕ пулма чĕнет:

Çут çанталăк вăйĕ

Ан пăчлантăр,

Чыслăх-тĕрекĕпе вăл

Савăнтартăр.

Çапла вара, Светлана Асамат поэзийĕнче тăван уй-хирсен, ешĕл вăрмансен, шăнкăр-шăнкăр çăл куçсен, тăп-тăрă кỹлĕсен çепĕçлĕхĕпе илемлĕхĕ, чăваш халăхĕн ĕçченлĕхĕпе типтерлĕхĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та халăхăн сỹнмен ĕмĕчĕ, çутă кунсен шанчăкĕ палăрать, чăваш çĕршывĕпе унăн çыннисен пурнăçĕ яр-уççăн курăнать.

Светлана Асамат пултарулăхне чăваш чунне аталантаракан, халăх сăнне упракан, ăна пурăнма вăй-хăват паракан поэзи шутне кĕртме пулать. Сăвăçа вăй парса тăраканĕ, çунат хушаканĕ вара – çуралнă ялĕ, тăван тавралăхĕ:

Кайри Ăнтавăшăм,

Ман ăш çунтармăшăм!

Ăнтавăш чиккине

Утса çитсен,

Тăван кĕтес сасси

Ăша кĕрсен –

Савăннипе

Юрлас килсе каять,

Вăй халăм та

Сасартăк хутшăнать.

Хăватăм

Çич хут çиччĕн хутшăнать.

Тăван кĕтес, тăван кил, ачаран юратнă тавралăх кирек хăçан та поэт чĕринче, ăна яланах чĕнсе тăраççĕ. Пысăк хулан кĕрлевĕнче те сăвăç вĕсене манмасть, яланах аса илет, чунĕпе тăван çĕрсем еннелле туртăнать, вĕсемшĕн тунсăхлать, тăван кил çинчен хитре йĕркесем шăрçалать:

Ман савнă ялăм

Çырма çатраллă,

Йăмраллă ялăм

Эс чĕрере, эс ĕмĕтре

Пулан ялан.

Ĕлĕу чун тĕревне чăвашсем çут çанталăкпа уйрăлми тачă çыхăннинче, аслă ăрури çынсен йĕрĕ-ĕмĕлкинче, тĕнре тупайнă пулсан, паян ытларах Тăван Кил ăнлавран тытăнса пурăнатпăр:

Атте-анне килĕнче

Ăшă тĕпел кукринче

Тулăх пурăнăç çинчен

Шăкăл-шăкăл калаçнинчен

Татах ырри мĕн пур-ши?

е тата:

Юратнă çĕршывра

Юратнă кил пулсан –

Çынна унран ытла

Нимех те кирлĕ мар.

Ку сăвăри лирика геройĕшĕн тăван ялĕ чăн-чăн тĕнче тĕнĕлĕ – варри пулса тăнă, çуралнă килĕ вара – чи аслă храм. Светлана Асаматăн чылай сăввисенче сăнарлă шухăш йăва çавăрнă. Акă «Куçсем, куçсем...» сăввах илер. Вĕсене вăл тарăн çăлкуçпа та, çутă çăлтăрпа та танлаштарать:

Пурăннă чух –

Çăлкуç тасалăхĕ,

Çăлтăр çути,

Чечек илемĕ пек пуласчĕ.

Пĕр-пĕриншĕн.

Çын хăйне пурăнма пỹрнĕ вăхăтпа май килнĕ таран пархатарлă усă курма тăрăшинччĕ», – тесшĕн автор сăвăра.

Пурнăçа чун-чĕререн юратнăран-и Асаматăн лирика геройĕ сăвăсенче тăтăшах Турăпа калаçать, пулăшу ыйтать. Çумĕнчи юратнă çынни пурришĕн те турра тав тăвать.

Чĕре çулăм чĕртсе ячĕ,

Чун çулăма сỹнтерет.

Чуна Турă панă теççĕ,

Ăна итлемех тивет.

Поэт шучĕпе, чун – Турă парни, кăмăла вара – юрату çĕклет. Кăмăла çĕклекен юратăвне таçта шала пытармасть лирика геройĕ, калас шухăшне именмесĕр, хăюллăн пĕлтерет:

Чун чĕреренсавас килет сана.

Хам ăшăмри

Пур хурлăха сирсе ярса,

Хам чунăмра пур савнăçа

Васка-васка

Сапас килет умна.

Анчах хăйĕн юратăвĕ лĕпĕш пек пуласран та шикленет. Лĕпĕш кăвайт еннелле туртăннă пекех чĕри те çулăм патне çывхарнăн туйăнать ăна. Ахальтен мар, паллах, çак иккĕленỹ. Мĕншĕн тесен чылай сăвăра лирика геройĕн чунĕ телейсĕр юратăва пула хỹхлет:

Лĕпĕш пулса вĕçсе пырса

Сан кăвайту çине –

Амантрăм çуната.

Шăпа мĕн çырнипе те çырлахма пĕлет лирика геройĕ:

Çитрĕ,

Хĕмлентĕм те – сỹнтĕм,

Тек тиврелессĕм килмест.

Сỹннĕ кăвайтăн ăшши те

Час сивĕнсе пĕтеймест.

Ăна чун астармăш юрату кирлĕ мар. Вăл тĕреклĕ те чăтăмлă пултăр:

Юратăвăм –

Вăл пултăрччĕ хуçа

Ытлă та çитлĕ тыттăр

Пурнăçа.

Атте! Анне! Ытарайми чăваш сăмахĕсем. Çав вăхăтрах çывăх çыннăмăрсен, тăван хурăнташăн ячĕсем. Вĕсен ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет, юнашар ларса ăшпиллĕн кадаçас килет. Ытла та ăслă вĕсем, ытла та кăмăллă. Хăйсен чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллаççĕ, куллен-кун тлей пллесе пурнăç пурăнма вĕрентеççĕ.

Чăваш литературинче те атте-анне сăнарĕ кашни çын чĕринче чи сăваплă вырăн йышăнать пекех тĕп вырăнта тăрать. Юратнă чи çывăх тăвансене тав туса, вĕсен пархатарлă ĕçне-хĕлне мухтаса Светлана Асамат çак йĕркесене çырнă:

Атте-анне чĕлхи

Атте-анне сăмахĕ

Пулинччĕ - ытарми

Кăмăл ăшшин ахахĕ.


Атте-анне чĕлхи

Атте-анне сăмахĕ

Пулинччĕ йăлтăрти

Хĕвел шевлин çуначĕ

Пехетлĕ чун апачĕ.

Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н. Волков академик та çапла калать: «Аннесем пур чух пурăнатпăр-ха». Чăнах та, ача хăй ашшĕ-амăшĕ виличчен ача вăл, ачалăх унра вĕсем çутă тĕнчерен уйрăлсан çеç пĕтет пулмалла. Ашшĕ-амăшĕн тĕрекне эпир вĕсем пур чухне кашни кун туятпăр. Çав тĕреке вара хамăр ывăл-хĕрсене халаллатпăр. Çапла ăруран ăрăва куçать те атте-анне ăшши, вĕсен чун пехилĕ:

Асаннем: «Йĕркеллĕ пул,

Сăмахпа та, ĕçỹпе те

Татăклă, яваплă пул.

Аçупа анỹ ятне

Ан ỹкер уру айне», -

Тетчĕ халалланă сăмахра.

Мăнука, хĕрĕмсене –

Халĕ çакă сăмаха

Лăпкăн хистесе калатăп,

Асанне ĕçне тăватăп.

Пурăнасчĕ-ха йĕркеллĕ

Ан кỹренччĕр: тăван çĕрĕм

Аслисем, атте-аннем.

Кашни çыншăн кил ăшши вăл – атте-анне. Атте-анне ăшши – чун ăшши. С. Асамат хайлавĕсенче çакă ăнлав анлă палăрать:

Атте-анне килĕнче

ăшă тĕпел кукринче

Шăкăл-шăкăл калаçнинчен

Татах ырри мĕн пур-ши?


Чăваш халăх юррисене

Шăрантарса юрланинчен

Татах ырри мĕн пур-ши?


Чăваш халăх кĕвви-юрри

Атте-анне пилĕ пек.

Чăваш çыннин ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплесси – чи малти вырăнта. Ашшĕ-амăшĕн пехилĕнчен тухакан çыннăн пархатарĕ çук тесе каланă ĕлĕкрен. С. Асаматăн сăввисенче те эпир çакна лайăх туятпăр.

Атте-анне сăмахĕнчен

Тухас марччĕ

Атте аннех ырă ятне

Ярас марччĕ, -

тесе çырать вăл хăйĕн «Ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре» сăввинче.

Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та   телейлĕ малашлăхĕ [Волков, 2000]. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле  халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Хамăрăн чăваш чĕлхисĕр – эпир чăваш мар, чăваш наци çынни мар. Хамăра чăн чăваш пек туйса пурăнма тăван чĕлхене пĕлни,  вĕренни, хисеплени, упрама тăрăшни кирлĕ. Унсăрăн пиртен тапхатар çук.

Тăван чĕлхе Светлана Асаматшăн чăнлăх, савăнăç, илем, ирĕклĕх, шанчăк. Паллах, çакă вăл уйрăм çыншăн çеç мар, халăхшăн та çапла.  Çак ыйту пирĕншĕн халĕ те калама çук çивĕч тăрать. Поэт тăван чĕлхе çинчен çырнă сăввисем пире наци тивĕçлĕхне ăнкарма пулăшаççĕ.

Тăван чĕлхе, тăван сăмах

Мĕн авалтан мул хушакан

Ылтăн-кĕмĕл пурлăхăм.

Эй, халăхăм, халăхăм

Чăваш ятлă халăхăм

Вăрлăхăм, пуянлăхăм –

Шанчăкăм, пуласлăхăм.

Чăн-чăн хаклă, чăн-чăн тăван,

Вăйлă, ĕçчен халăхăм.

Чăн-чăн илем, чăн-чăн эреш,

Ĕнчĕ-ахах – мерчен Элчи

Ятлă-сумлă чаплăхăм.

Тăван чĕлхене хисеплени вăл тăван халăха хисеплени пулать. Чĕлхе вăл çав чĕлхене тунă халăх пĕтсен тин пĕтет.

Пирĕн халăх мĕн авалтан çамрăксене хăйĕн тăван чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентнĕ, тăван чĕлхерен писекен çынсене питленĕ.

Чăваш çĕршывĕн капăр чĕлхине

Чăваш мухтав тума манса каймасть.

Чăваш чĕлхин хĕвеллĕ илемне

Вăл вырнаçтарнă чун-чĕри варне.

Ку сăвăра та тăван чĕлхе теми тĕп вырăнта.

Чăвашлăх, тирпейлĕх-управ, сăпайлăх тата ытти ăсра юлакан шухăшсем пирки калать С. Асамат хăйĕн сăввисенче. Вĕсем çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре усă курмалли паха хатĕрсем шутланаççĕ, чăваш çыннин чун хавалне ăшăтса, пуянлатса тăраççĕ.

Литературăпа ỹнер ăстисене хакланă чухне вăл е ку çын мĕн тери гуманист пулнине шута илеççĕ. Çынлăхăн тупсăмĕ çинчен çынна хистевлĕ. Çав вăхăтра сăпайлă кăмăлпа пĕлтерет С. Асамат: «Çыннăн чи пысăк ĕçĕ çынна ырă тăвасси мар, çынна усал тăвасран хăйне хăй чарасси». Унăн хăйĕн сăнарĕ те пире çынлăха упрама нумай вĕрентет. Унра эпир çынлăхăн нумай паллине – сăпайлăха, управлăха, типтерлĕхе, ĕçченлĕхе, уçă кăмăла, яваплăха, чун тасалăхне куратпăр. «Чи пысăк пуянлăхĕ – чун чĕре илемлĕхĕ, ырă та пархатарлă кăмăлĕ. Çын хуйхи-суйхине чĕри патне илекен, ăна кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр поэт-юрăç вăл Светлана Асамат» [Илепер, 1999].

Сăвăсенчи сăнарсене тишкернĕ май Светлана Асаматăн илемлĕ пултарулăх çĕнĕлĕхне, пурте пĕлекен шухăшах хăйне евĕрлĕ çаврăмсемпе. Ỹкерчĕксемпе, ăнлавсемпе палăртма пултарнине куратпăр. Унăн илемлĕ пуплев юхăмĕ - палăрмалла уйрăм. Пĕр енчен пăхсан, автор ватăсене, çулĕпе аслисене, ашшĕ-амĕшне ырă та ăшă сăмах калать. Мĕншĕн тесен вĕсем ăна пурнăç парнеленĕ, ăс-тăн парса телей суннă, ырра усалтан уйăрма, чун тасалăхне упрама хăнăхтарнă. Тепĕр енчен, унăн илемлĕ тĕнчинче чăваш пурнăçĕ: автор вăхăтпа талккăша хĕрарăм куçĕпе курса сăнлать.

Анне, аннеçĕм

Ман сана пĕрре те

Сив сăмахпа

Хурлантарас килмест

Йывăр чухне те

Кăмăллăн çỹретĕп,

Санпа чухне

Сăн-пит тĕксĕмленмест


Юрланă юррăм

Уçлăхра янратăр:

Эс панă туйăм

Туптансах тăрсан,

Ĕç-хĕлĕм çĕр çинче

Сукмак хăвартăр.

Ман йĕр вăл – санăн,

Эс çавна туян.

Хайлавсенчи лирика геройĕ – чăваш хĕрарăмĕ. Вăл пурнăçпа тан утать, çут çанталăкпа тачă çыхăнса тăрать.

Ăнтавăш... Çилĕ

Вăшт та вăшт вĕрет, тĕртет.

Кăштах пуçран та

Лăпкаса илет.

Уй-хир, вăрман илемĕ

Вăй кĕртет...

Килте мана

Атте-аннем кĕтет.

Çыннăн чи хакли вăл, паллах, анне. Хуйхă-суйхă-и, савăнăç-и – ывăл-хĕр чи малтан амăшне аса илет, унпа калаçса ăшне пусарать е хаваслăхне пайлать.

Хура тумлă вăрмана

Сывлăх сунса кĕретĕп.

Тĕксĕмленнĕ улăха

Сывлăх сунма анатăп.


Чун туртакан кил-çурта

Киле-килех тăратăп.

Шурă çỹçлĕ ать-аннене

Ырлăх-сывлăх сунатăп.

С. Асамат сăввисенчи лирика геройĕ çут çанталăка юратать. Ăна юратни çеç мар, упрамалли пирки калать:

Йывăç суранне

Хамах сыватăп,

Çăлкуçа та

Юшкăнран тасатăп.

Çутçанталăк вăйĕ

Ан пăчлантăр,

Чыслăх-тĕрекпе вăл

Савăнтартăр.

Çыравçă пултарулăхĕнче юрату теми пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăрать. тĕслĕхрен, «Эсĕ» сăввинче лирика геройĕ хăйĕн туйăмĕсене тỹрремĕнрех, уççăнрах палăртать.

Юрату...

Вырнаçмасăр нимле ытама

Турă пек килсе кĕтĕн чуна.

Икĕ енлĕ сăнна –

Савнăçа, хурлăхна

Куçкĕрет кăтартма

Мĕн хистерĕ сана?


Юрату!

Мĕншĕн эс ытларах çухату,

мĕншĕн эс ытларах ырату,

Пур-и сан тĕрекỹ, хăвату,

Мĕншĕн эсĕ асап,

Асапу-им сăвап?

Хĕрарăм хăй шанчăкне тỹрре кăларман арçынна каçарма пултараймасть.

Ан ятла, юрамасть юратмашкăн

Эс манпа пĕрлештернĕ чуна,

Ан ятла, юрамасть каçармашкăн

Сапаланчăк, ултавлă çынна.

Хĕрарăм юратăвĕ: пĕрремĕшĕнчен, черченлĕхне пула «пылак» туйăмсене хăваланăн, амантнăн курăнать, иккĕмĕшĕнчен, ырă малашлăха хĕрарăм чĕререн шанать; виççĕмĕшĕнчен, чăтăмсăрлăха чĕрĕлĕх эмелĕпе сиплемеллине ытарлăн систерет.

Эс туйман-им вара

Эп сана савнине,

Эп пĕр саншăн кăна

Çĕр çине килнине?

Сан пала тĕл пулса

Пĕр çемье çавăрма,

Ачасем çуратса

Савăнса пурăнма.

Светлана Асамат сăввисенчи лирика геройĕ питĕ туйăмлă, ĕненĕве, юратăва тимлекен сăнар. Вăл паянхи кун нумай-нумай çынна йывăрлăха çĕнтерме чĕнет. Хĕрарăм шухăшлавĕпе тĕнче курăмĕн хăй евĕрлĕхне чăваш халăх философийĕпе эстетики витерсе тăрать.

Эп сан çине савса пăхсан

Эс савăнса йăл-йăл кулан.

Хушшăмăрти тасалăхпа

Чи телейли эпир санпа.

Пурăннă чух савăнмалла,

Пĕрне-пĕри ыр сунмалла.

Чăваш халăх пуласлăхĕ çинчен пăшăрханса çырать С. Асамат «Йывăр шухăшсем» Çеçпĕл ятне каланă кĕлĕ-хỹхлевре.

Эсливан йĕкĕтсем,

Селиме пикесем,

Паллаймастăп сире,

Эсĕр – кам ачисем?

Çепĕç чунлă хĕрсем,

Çепĕçех-и эсир?

Кăвар чунлă яшсем,

Мĕн тăватăр эсир?


Чăвашран йĕрĕнсе

Мĕхлетсе кулнине

Эс нивушлĕ курмасăр

Тăма пултаран?

Çын тени çын ĕретлĕ

Пулма кирлине

Пĕлейместĕн-им?

Ма хăвăнтан мăшкăллан?


Сăпайланăр, туссем,

Чыс тени – хамăрта,

Ăс-тăнпа пуçтарса

Чĕрỹне чăмăрта.

Чăваш арçынĕнче поэт çирĕплĕх, тăнăçлăх, ĕçченлĕх, çемье тĕрекне курасшăн. Шел пулин те, ку апла мар.

...

Çакнашкал çемьесем

Ывăл-хĕр ỹстереççĕ,

Хĕрĕсем, пỹ илсен

Ютталла вирхĕнеççĕ.


Тăван ял урамне

Асилсе кулянать-ши,

Тăван кил патнелле

Ăнтăлса пăхкалать-ши?



Ют çĕрте –

Ют йăла-йĕркене хăнăхать,

Чăвашла калаçма,

Юрлама пăрахать.

Çак йĕркесене вуласан автор М.Е. Салтыков-Щедрин сăмахĕсемпе килĕшсе тăнă пек туйăнать. «Писателĕн хăй пурăнакан обществăн пĕтĕм ыратăвне туймалла», – тенĕ вăл. Чăнах та, Асамат çыравçа ялтан çамрăксем тухса кайса ялсем пушанса юлни те, ĕçсĕр арçынсем эрехе пула пуçне çухатни те – пурте шухăша ярать.

Эп пурне те пĕр шăпăр

Айне пуçтармастăп.

Тунаймастăр.

Пустуй сăмахсем каламастăп.

Урăлса çитеспе

Ăн тени таврăнать-ши,

Мĕскĕн ятлă чăваш

Ăраскаллă пулать-ши?

Тăван халăх чĕлхи

Пултăр ĕнчĕ, нухрат.

Сассуна ан çухат,

Таврана ян! янрат.

Шуç чуман çийĕнчен

Хăвăртрах анмалла

Малалла алла-аллăн

Тытса утмалла.

Çиччĕ виç - пĕрре кас,

Перекетлĕ пулас,

Çĕнĕ çурт нимине

Пурте харăс тухас.

Апла пулсан Светлана Асамат халăх шухăшĕпе пурăнать, унăн малашлăхĕшĕн пĕтĕм чунтан пăшăрханать.

Эпир пулнă! Чăн пулнă

Çавăн па эсĕр юлнă.

Хăвăра упраса пурăнма

Пехилленĕ йăла-йĕркене,

Шỹлкеме те хушпу тенкине,

Аннĕрсен юррине, тĕррине,

Аçăрсен халалне-пурлăхне

Ан çĕтерĕр.

Эпир хывнă çула ан пĕтерĕр,

Пĕтерсессĕн – пире çĕтеретĕр,

Çĕтерсен – хăвăра пĕтеретĕр,

Тăван халăх ятне те çĕртетĕр.

Пурнăç çулĕ сĕвек те –

Чăваш Рачĕ - тĕрек,

Пурнăç çулĕ сăвек те –

Чăваш Рачĕ – кĕрнек.

Поэт пĕтĕм чăвашсен куçне уçасишшĕн кĕрешет. Унăн сăввисенче патриотла декрацисем çук, анчах та вăл хăй çуралса ỹснĕ çĕре-шыва, тăван халăхăмăрăн историйĕн чĕре тымарĕсене çеç касса ярар марччĕ. Киввине, халăх аваллăхне пĕтерни те çуратнă çĕрĕмĕр çине инеке-синкек çеç илсе килме пултарĕ.

Тапранăр, Улăп тăприсем,

Çĕкленĕр Улăп-паттăрсем,

Пăхаттирсем, ама çынсем,

Чăвашăмсем – тăванăмсем –


Çывăхланмасăр, çавтăнсамăр,

Çавра тусамăр, çаврăнсамăр –

тĕнче пăтраннă вăхăтра

Пĕрлешмелле, вăйланмалла,

Анлă ĕç-пуç пуçармалла.


Пĕр чĕрери пин-пин чĕрен,

Чĕрре кĕмесĕр, чĕререн –

Пурте пĕрле кĕрле-кĕрле

Канаш тăвас пулать пĕрре.


Светлана Асамат сăввисене силлабо-тоника виçипе те, ирĕклĕ сăвă формипе те калăплать. Çавăн пикех вăл çырнисенче халăх поэзийĕн кăвви-çемми те илтĕнет, сăнарлăхĕ те курăнать.

«Уйăх çутатать-и, çутатмасть-и» сăввин юхăмĕ халăх юрри майлă:

Аттеех те пахчи, улма пахчи,

Шăнса хытрĕ, пĕтрĕ сивĕпе.

Аннеех те хĕрĕ, аслă хĕрĕ,

Мĕн курĕ-ши тăнĕ-ăсĕпе?

Сăввисенче тăтăшах чăвашсен сăваплă шучĕпе – çиччĕпе – усă курнине те сисме пулать:

Çумăр витĕр сар хĕвел

Хĕм сапрĕ, сапрĕ...

Çичĕ тĕслĕ селĕм тĕрĕ çакрĕ

Çут тĕнче умне

Пирĕн пỹрт çине.

Е тата:

Тăван кĕтес сасси

Ăша кĕрсен –

Савăннипе

Юрлас килсе каять,

Хăватăм

Çич хут çиччĕн хутшăнать.

Çичĕ тĕслĕ селĕмех вăй парса тăрать пуль сумлă поэтăмăра. Асамат кĕперĕ тăван килĕ çине уртăнни те ахальтен мар. асамлăхĕпе илемне тăван килнех пырса парнеленĕ сăвăçăн, Светлана Асаматăн, чĕлхи те селĕм, хăвачĕ те иксĕлми.

Тĕнчери ытти халăхсен пекех чăвашсен те хăйсен илемлĕх йĕрки çирĕпленнĕ. Çакă вăл пур çĕрте те сисĕнет: кил-çуртра, сăвă-юрăра, ташăра. ĕçре, çут çанталăкра. Шурă – чăваш ткмĕнчи юратнă тĕс тата тасалăх палли. Шурă – яланах хисепре, пĕлтерĕшĕ те анлă. Илеме пĕлтернĕ чухне чăваш ытларах «сарă» сăмахпа усă курать

Хĕрарăм –

Халăх чунĕ, тупра.

Хăркăм мар, сарпике:

Сар улма, Сар йĕке,

Сарă тĕрĕ тăвать,

Сар ача çуратать,

Сар хĕвелĕн кулать,

Сар чечекĕн – хăрать.

Чăвашсем ĕлĕк-авал йĕкĕреш хĕрачасем çуралсан пĕрне Хĕвелпи тенĕ, тепĕрне Сарпи ят панă. «Сарă» – хĕвел тĕслĕ, хĕвеле çывăх. хĕвел евĕр, тепĕр чух хĕвелех те пĕлтернĕ.

Килĕштернĕ сар ача умне

Сар пикен тухса тăрас килет

Авалхи чăваш тумĕпелен

Евчĕне тĕлĕнтерес килет...

Чăваш халăхĕ ламран лама хăварнă чăваш тумне курсан, тем тĕслĕ сăрăллă çипсемпе тĕрлен питшăллисемпе алшăллисене, качча кайнă вăхăтра пĕркенмелли çивиттисемпе пĕркенчĕксене, чун-чĕререн савакан çын валли çеç тĕрлесе ăсталанă тутăрсене пăхсан та кунта сарă, хĕрлĕ тĕссем ытларах пулнине курма пулать. Чăваш хĕр-упраçĕн тĕс туйăмĕ çивĕч те пархатарлă пулнине асăрхатăн. авалхи чăваш пикисем хĕрлĕ, сарă, шурă, симĕс, кăвак тĕссене ытларах кăмăллаççĕ. Маларах асăннă тĕссем пурте пурнăçпа çут çанталăк тĕсĕсем. Хĕрлĕпе сарă тĕссем – хĕвелпе, илемпе тата çутăпа çыхăннă.

Сарă пире пахалатма

Кĕвентепе кивсе çусан –

Хĕл кунĕнче, сивĕсенче

Тĕп çăлкуçа кайса чỹхенĕ.

Ун шывĕпе тасатнă пир

Юр пек шуралнă, илемленнĕ,

Улахсенче – нар пир çине

Хĕвеллĕ тĕрĕ тĕрĕленнĕ.

Илемлĕ литературăра тĕл пулакан чăваш халăхĕн культура символĕсене (топассене) ку тарана çитиччен ятарласа хак паман. Уйрăм çыравçăсен илемлĕ хайлавĕсене тишкернĕ чух çеç тĕпчевçĕсем хăшпĕр символсене асăнса хăварни тĕл пулать [Степанов, 2004, 71]. Ку тĕлĕшрен Г.И. Федоров ĕçĕсем паха. Вăл хăй тĕпчевĕсенче классиксен пултарулăхĕнчи топсем хайлава хайлава витерсе тăнине асăрхать, çыравçăсен ăсталăхне халăхăн авалтан килекен ăс-хакăлĕ çинче никĕсленнине ĕнентерет.

Светлана Асамат хайлавĕсенчи чăваш культуринче тăтăшах тĕл пулакан, анлă сарăлнă вăрман символĕ çинчен калама пулать.

Вăрман символ – универсаллă сăнарсенчен пĕри. Хăйĕн тымарĕпе халăхăн мифологилле шухăшлавран сĕткен илсе тăрать вăрман сăнарĕ. Хăш-пĕр чухне вăрман сăнарĕ йывăç сăнарĕ урлă палăрать. Чи малтан вăрман сăнарĕ тăванлăх, хỹтлĕх пĕлтерĕшĕсемпе çỹрет.

Хура вăрман кашлани –

Хура халăх шутлани:

Ĕмĕр тымар ярасси,

Ĕмĕр папка çурасси.

Е тата:

Хура вăрман пурлăхĕ,

Хура халăх сывлăхĕ,

Хура халăх ырлăхĕ -

Сăпайлăхĕ, сумлăхĕ.

Чăваш литературинчи пỹрт ăнлавăн семантики халăх йăли-йĕркине, ăнлавне тỹр килет. Чăн малтанах вăл хỹтĕлекен вырăн пек палăрать. Кунта чăваш пỹртне «кил» сăмахпа палăртни вырăнлă.

Чăваш кил-çурчĕ те кĕтрет

Мана ялан вăл илĕртет.

Е тепĕр сăввинче:

Тĕп килех

Туртать-çке чунĕ...

Вăрăм, йывăр çул.

Хăть ăçта кайсан та

Таврăн.

Кил – чи хаклă МУЛ.

Чылай сăвăра пỹрт ăшă, хỹтĕ вырăна палăртать, чăн пурнăç йывăрлăхĕсенчен хỹтĕленме пулăшать. Ачалăх тĕнчине аса илтерет. Ку тĕнчере яланах лăпкăлăх, шанчăклăх, çураçулăх хуçаланать. Вăл тĕп сăнара кунтан тухса кайнă чухне вăй парса ярать, каялла таврăнсан та тасалма, хăват хушма пулăшать.

Ялан, яла курма килсен

Шашуть çăлне каятăп.


Эп кайнă çав кунтан, çавах

Чун ялаллах туртать

Çак пĕчĕкçĕ кăна ялта

Ачалăхăм пурнать.


Савăннипе йĕрес килет,

Тĕлпулăва тăсас килет.

Тавах сире, ман каймалла,

Татах та килĕп, курмалла.

Кашни çыншăн тăван кил, атте-анне пурри пурнăçра тĕрек пулса тăрать. Çаксем çук пулсан, çак тĕнчере пурте тĕрексĕр, пирĕн кун-çулăн тĕрев юписем силленме пуçлаççĕ. «Тăван килте анне хĕвел пулса çỹрет, ачасене хĕвел пулса пăхать. Анне çук-тăр – хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур-тăк – сан чĕрỹне те хĕвел кĕрĕ» [Волков, 2000].

Атте-анне килĕнче

Атте-аннен чун ăшши,

Эпĕр пĕрле пурнасси

Пултăр çич ĕмĕр тăршши.

Пĕрне-пĕри юратнинчен

Татах ырри мĕн пур-ши,

Тус тăванпа савăннинчен

Татах пахи мĕн пур-ши?

Çапла вара чăваш литературинче пỹрт сăнарĕн пĕлтерĕшĕ вăл – усаллăхран упраса, сыхласа тăракан, чăн пурнăçри йывăрлăхсенчен хăтăлмалли, тасалмалли, вăй-хăват илмелли вырăн.

Светлана Асаматăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ тесе маларах каланăччĕ. Мĕн кăсăклантарать-ха пире унăн пултарулăхĕнче. Чи пахи, ман шутпа, вăл нумай жанрпа ĕçлени: проза, поэзи, публицистика... Унăн пур хайлавĕ те вулакансен чунĕсене çывăх.

Акă нумаях пулмасть, 2006 çул вĕçĕнче пултаруллă авторăн çĕнĕ кĕнеки – «Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк» пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнекене ачасем валли çырнă хайлавсем кĕнĕ: «Тавçăруллă Кăтрак» халап, «Чĕкеç йăви» чăн пулни тата сăвăлла халап «Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк».

Халап – халăх астăвăмĕн пуян арчи. Унта ăрусем пурăнса ирттернĕ историлле тапхăрсем, уйрăмах паллă вăхăтсем, чăн пулнă е пулма пултарнă аслă ĕçсемпе пысăк пулăмсем ỹкерĕнсе юлнă. Халапсем этем хăй пулни-курни çинчен каласа панисенчен йĕркеленсе кайнă. Пĕринчен илтсе тепри каласа кăтартнă чухне халап якалса, вак-тĕвекрен тасалса пынă, пур итлекене те кăсăк пайрăмсене мала кăларнă, пулса иртнĕ ĕçсене халăх хакланă пек тунă. Аваллăх – халапсен тĕп палли, вĕсен никĕсĕнче асамлăхпа ăрăмлăх çук. Калаканĕ те, итлекенĕ те халапри ĕçсем чăн пулнă тесе ĕненереççĕ [Станьял, 2003, 64].

«Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк» халапра Светлана Асамат калăпланă лирика геройĕ хăйĕн тĕлĕкĕнче чăваш халăхĕн авалхи çул-йĕрне йĕрлет.

Сарă тĕлĕк куратăп:

Саркун патша çĕршывĕпе

Саркаланса утатăп.


Аккод хулин керменне

Сар алăкран кĕретĕп.


Ку тапхăрсем чăвашсен сăмахлăхĕнче те, чĕлхинче те, тум-юмра хăйсен йĕрне хăварнă.

Мăнукĕсем валли çакна

Аслашшĕпе асламăшсем

Тватă пин çул каялла мар,

Ĕнер çырса хунă пек.


Халăх йăли-йĕрки майне

Пире валли пухнă пек,

Кĕнекине алла тытса

Вуласа ĕненнĕ пек...

Ăçтан килнĕ эпир? Мĕнле йăхран эпир? Мĕн тĕллевпе пурăнатпăр? Мĕншĕн тăрăшсах хамăр йăха малалла тăсатпăр, асатте-асаннерен вĕсем пĕлнине вĕренсе юлатпăр, ачамăрсене хамăр пек пурăнма вĕрентетпĕр.

Сĕм-сĕм авал эсир Саркун

Çĕршывĕнче пурăннă.

Кайран тĕнче анлăхĕнчи

Атăл çĕрне йышăннă.


Атăл çĕрне куç хывиччен

Ăçта кăна çитмерĕр,

Атăл шывне пуç тайиччен

Мĕскер кăна тỹсмерĕр.

Çĕр çинче пурăнакан кашни халăхшăн хăйĕн мĕн сĕм авалтан йăхран йăха куçса пыракан йăли-йĕрки чи хакли, чи сумли, чи пĕлтерĕшли. Чăваш халăхĕшĕн те çывăх. Эпир, чăвашсем, авалхи халăх. Шăпах халăх историйĕ те питĕ пуян.

Сăмахлама сăмах пур,

Хапăл тума хăна пур.

Халап ярса юмахлама

Халăх ăраскалĕ пур.


Тĕлĕнтермĕш тĕлĕк мана,

Тен, чăннипех кăтартрĕ?


Ырă Саркун патшамăра

Чăваш лайăх астăвать

Халапсенче, юмахсенче

Сарă куншăн тав тăвать.

Тăван литературăна ăса хывни илемлĕхе туйма çеç мар, çамрăксен туйăмĕсене çынлăх шайне çĕклеме те пулăшать. Ача çамрăкранах литературăпа паллашса тăван халăхăн кăмăл-туйăмне, чунне, вăл пурнăçпа вилĕм çине мĕнлерех пăхнине ăнкарать çеç мар, халăхăмăрăн хăй евĕрлĕхне тарăнрах ăнланса илсе унăн ырă енĕсене, авалран сыпăкран-сыпăка путарнă ăс-хакăлне ăша хывать. Хăйĕн тăван чĕлхине, культурине пĕлмесĕр вара çын ытти халăх культурине те ăнланмасть, пур енлĕ аталану шайне çĕкленеймест [Пушкин, 2003, 66].

Ỹссе çитĕнекен ăрăва кирлĕ пек, таса чунлă çитĕнтерес ĕçре литература яваплăхĕ питех те пысăк. Çамрăк вулаканăн кăмăл сипетне, хăнăхăвне, сапăрлăхне, тыткаларăшне йĕркелесси, мĕн кĕçĕнренех ыттисене хисеплеме, хаклама вĕрентесси, чун хавалĕн тата ытти нумай-нумай енĕсене никĕслесси халĕ илемлĕ литература хайлавĕсенчен те килет. Ача-пăча илемлĕ литература хайлавĕсемпе, унта сăнарланă характерсемпе паллашса, сăнарсен туйăмне тупма хăнăхса хăйĕн ăс-хакăлне аталантарать. Унсăр пуçне илемлĕ литературăпа паллашса ăна ăша хывнă май çамрăк вулакан хăйĕн кăмăл-туйăмне тĕплĕнрех пĕлме, унăн уйрăмлăхĕсене сисме, хăйĕн ĕçĕ-хĕлне, тыткаларăшне пуçпа шутласа, халăх ăнлавĕпе, хаклавĕпе, йăли-йĕркипе килĕшỹллĕ йĕркелеме те хăнăхтăр.

Çынна пархатарлă туйăмсем кỹрекен çăл куç вăл – искусство, ỹнер. Искусствăн уйрăлми пайĕ – литература. Мĕн парать-ши вăл çыннăн ăс-хакăлне, кăмăл туйăмне, сипетлĕхне? Тахçан пулса иртнĕ ĕçсем, халăхăн авалхи, паянхи пурнăçĕ çинчен çеç каласа парать-ши е этем чунĕнче çутă ĕмĕтсем çуратать, аваллăх çине тав куçĕпе, малашлăха шанăçпа пăхма хавхалантарать? Çын пурнăçĕн тĕллевĕ-ĕненĕвĕ, чун хавалĕ, юрат-вĕ, курайманлăхĕ – çак ыйтусене пĕтĕмпех литература сăнарлă сăмах мелĕпе татса парать. Пирĕн шутпа, илемлĕ литературăн тĕп сулăмĕ – этем пурнăçĕн тĕллевне татса парасси мар, çав тĕллев пирки çынна шухăшлаттарасси. Этем ирĕклĕхĕ тата сапăрлăхĕ, ырăпа усал пирки шутлатăр илемлĕ литература вулакан. Пурнăçра темле йывăрлăхпа, пысăк инкекпе тĕл пулсан та, савăнăçпа хуйхăра та çын хăйĕн çынлăхне çухатмалла марри çинчен илемлĕ литература вулакана мĕн кĕçĕнрен шутлама хăнăхтартăр. Светлана Асамат та хăйĕн хайлавĕсене вулакан патне çитерсе çак тĕллевсенех лартать хăйĕн умне тесе каласшăн эпир хамăр ĕçе çырса пĕтернĕ май.


Пурнăç илемне чун-чĕре витĕр ăнланакан сăвăçсен хайлавĕсене темиçе хут вуласан та йăлăхмастăн. Ун пек чухне сăввăн кашни ỹкерчĕкĕ куç умне чĕррĕн тухса тăрать, поэзиллĕ сăнарлăхĕпе илĕртет, чуна тыткăнлать. Светлана Асамат пултарулăхĕ çинчен те çакнах калас килет. Чун ăшши, кăмăл-сипет тасалăхĕ, халăх телейĕшĕн çунни, ăс-хакăл çивĕчлĕхĕпе тавçăрулăхĕ, сăпайлă тата витĕмлĕ чĕлхипе палăрса тăрать унăн поэзийĕ. Шухăша кĕскен те сăнарлăн калама пĕлет вăл. Çавăнпах-тăр сăввисенчи кашни йĕрки ăс-тăн хĕлĕхне сĕртĕнет, чун-чĕре туйăмне хускатать.

Ытлашши нимех те каламан пек сăвăç, сăмаххисем те ансат пĕлтерĕшлисемех. Апла пулин те вĕсем чуна витерсе асра юлаççĕ, шухăша яраççĕ, хăв пурнăçу çине тарăнрах тишкерсе пăхма хистеççĕ, таса чун-чĕреллĕ пулма вĕрентеççĕ.

Халăх ăсталăхĕпе вĕрентĕвне пуян та тарăн шухăшлă сăввисем урлă чăваш халăх кун-çулĕн малашлăхĕшĕн яваплă çамрăксем патне çитерме тăрăшать Светлана Асамат. Çамрăксем – пирĕн пуласлăх. Çавăнпа та кашни чăваш хĕрĕ, кашни чăваш каччи тăван халăха хисеплеме пĕлтĕр, унăн сăваплă йăли-йĕркипе мăнаçланма, çепĕç чĕлхипе уççăн калаçма, янăравлă сăвви-юррине çĕкленỹллĕн шăрантарма, чечекленекен çĕр-шывĕпе мухтанма пултартăр. Чăн-чăн чăваш чунлă пултăр, чăваш ятне ан çĕрттĕр. Çапла пултăр!

Тăванпа тăван аван,

Тăванлашса пурăнать,

Малашлăха ăнтăлса

Улăп йăх-тĕпне тăсать.


Ĕмĕр пултăрччĕ çапла.

Çапла пултăр. Чăвашла.

Светлана Асамат пултарулăхĕнчи нумай сăввисенче эпир «чăваш тĕнчи» сăнланнă теме пултаратпăр. Поэта пĕтĕм халăх шăпи те çав тери пăшăрхантарать. Хăйне те «чăн чăваш» теме пулать. С. Асаматăн хайлавĕсенче сăнланнă «чăваш тĕнчин» шăпи паянхи кун та сисĕмлĕ вулакана шухăша ярать, çак шăпа çинчен малалла та шухăшлама хистет.

Тĕнле аслă, тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан халăх та йышлă унта. Апла пулсан, пĕтĕм тĕнчене чăваш тĕнчи пурри, унта пултаруллă та маттур халăх ĕçлесе пурăнни çинчен пĕлтерсе сас пама пултарни кирлĕ. Çав чыслă ĕçе алла илме пархатар çитернĕ сăвăç вăл – Светлана Асамат.



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Литература

Категория: Прочее

Целевая аудитория: Прочее

Скачать
Поэзия Светланы Асамат

Автор: Михуткина Марина Геннадьевна

Дата: 29.02.2016

Номер свидетельства: 300700


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства