Ваттисен с?мах?семпе ус? курса ирттермелли в?й?сем
Ваттисен с?мах?семпе ус? курса ирттермелли в?й?сем
Ваттисен с?мах?сем - ламран лама куçса пыракан с?нарл? самахсем.В?сем шух?ша к?скен те çив?чч?н, ытарл?н пал?ртаçç?. Ваттисен с?мах?сенче хал?х?н кун-çул?, ?с-жак?л?, шух?шлав?, т?нче кур?м? ÿкер?нн?.Ваттисен с?мах?сем çут çантал?ка, пурн?çри пул?мсене с?наса пын?, хаклан? май çуралн?. Ваттисен с?мах? чылай чухне в?ртт?нл?х шутланать, в?л пуринш?н те уç?мл? мар.Ч?ваш ахаль те шух?ша уç?мл?н каламасть.Ун?н çып?çулл?, к?скен, ытарл?, шахв?ртса, в?лтса калани уйр?мах в?йл? аталанн?. Ваттисен с?мах?сен т?п т?ллев?сем: ачан т?нче кур?мне аталантарасси, ?на илемл?хе курма, туйма пул?шасси; лай?хпа начара уй?рма в?рентесси; ?çе х?н?хтарасси.
Ваттисен с?мах?семпе т?рл? тем?на в?рентн? чух ус? курма пулать. Кашни урокрах расна мелпе ус? курсан аван. Эпир çак?н пек в?й?семпе ус? курма с?нетп?р.
Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Просмотр содержимого документа
«Ваттисен с?мах?семпе ус? курса ирттермелли в?й?сем»
Вваттисен сăмахĕсемпе усă курса ирттермелли вăйăсем
Васильева В. В., Петрова С.В.,
Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕн
«Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Упи вăтам шкулĕ»
муниципалитетăн бюджетлă пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕнче
чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем
Ваттисен сăмахĕсем – ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччĕн, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнче курăмĕ ÿкерĕннĕ. Ваттисен сăмахĕсем çын çут çанталăка, пурнăçри пулăмсене сăнаса пынă, хакланă май çуралнă. Ваттисен сăмахĕ чылай чухне вăрттăнлăх шутланать, вăл пуриншĕн те уçăмлă мар. Чăваш ахаль те шухăша уçăмлăн каламасть. Унăн çыпăçуллă, кĕскен, ытарлă, шахвăртса, вăлтса калани уйрăмах вăйлă аталаннă. Ваттисен сăмахĕсен тĕп тĕллевĕсем: ачан тĕнче курăмне аталантарасси; ăна илемлĕхе курма, туйма пулăшасси; ырăпа усала, лайăхпа начара уйăрма вĕрентесси; ĕçе хăнăхтарасси.
Ваттисен сăмахĕсемпе тĕрлĕ темăна вĕрентнĕ чух усă курма пулать. Кашни урокрах расна мелпе усă курсан аван. Эпир çакăн пек вăйăсемпе усă курма сĕнетпĕр. Вĕсемпе урок темине кăларма: Ватта сума сăвакан, хăй те сумлă пулакан [8, 92 с.]. Ват çын - тăват çын [8, 66 с.]. Ватă çынтан ан кул ху та ватă пулăн [6, 69 с.]. Ачасем темăна палăртакан ваттисен сăмахне суйласа илеççĕ; урока пĕтĕмлетме: Чĕр чунсем – пирĕн туссем [1, 42 с.]. Тăван кил – ылтăн сăпка [1, 77 с.]; урок пайĕсене çирĕплетме те усă курма пулать: Ырă çын пуласси ачаран паллă [1, 118 с.]. Ырă ĕç хăйне хăех мухтать [6, 42 с.].
Вăйă тĕслĕхĕсем:
Вĕренекенсене ребус тутарма е тупма сĕнсен аван.
М=Н
2=У
1,4,2,3,4
,
Ăнман çулăн çич кукăр [6, 52 с.].
«Тĕлĕнтермĕш арча» вăйă. Ачасем арчари ваттисен сăмахне кăлараççĕ те пĕлтерĕшне ăнлантараççĕ.
Чăваш тата вырăс ваттисен сăмахĕсене пĕлтерĕшĕ енчен пĕр-пĕринпе танлаштарасси: Юлташпа çул кĕскелет – Умный товарищ половина пути [4, 91 с.]. Шанчăклă тусăн хакĕ çук – Друг дороже денег [4, 91 с.].
Кроссворд.
Кроссвордри ваттисен сăмахĕсене туп
Телей…шырать. (телее) [6, 267 с.].
1
т
Телейлĕ… çуралнă. (кипкепе) [6, 267 с.].
2
е
Телейли … тĕлне пулать ( мул) [6, 267 с.].
3
л
Телей …. (ĕçре) [6, 267 с.].
4
е
Телейли кулать, … йĕрет. ( телейсĕр) [6, 267 с.].
5
й
Ÿкерчĕке тивĕçлĕ ваттисен сăмахĕсене шырасси.
Ирхи ĕç мала каять [4, 91 с.].
Ирхи ĕç каçхинчен ирттерет [4, 91 с.].
Ирхи ĕç малалла [4, 91 с.].
Ваттисен сăмахĕсене сĕннĕ темăсем тăрăх уйăрасси: çут çанталăк, чĕр чунсем….
Панă пĕр сăмах урлă ваттисен сăмахне туллин каласси. Хĕç – Чăнлăха хĕç витмест [4, 108 с.]. Ăс – Ăс тенине мĕн виличчен пухаççĕ [8, 90 с.].
Ваттисен сăмахĕ тăрăх ÿкерчĕк тутарасси.
Ват пиллĕхĕ çитсе пырать [6, 68 с.].
Пĕр пек шухăшлă ваттисен сăмахĕсене ушкăнласси. Амăшĕ епле, хĕрĕ çапла [8, 61 с.]. Ырă вăрлăхран - ырă çимĕç [8, 61 с.]. Телей тени çул çинче выртмасть [8, 61 с.]. Телей сывлăшра вĕçмест, ăна ĕçре тупмалла [8, 61 с.].
Мимика урлă ваттисен сăмахне пĕлесси. Шăл хушшинчен тухнă сăмах хăлха шатăкне кĕретех [8, 115 с.]. Çăла ан сур, шывне хăвах ĕçĕн [8, 202 с.].
Икĕ пайлă ваттисен сăмахĕсене пухасси. Хĕр куç çулĕ – ирхи сывлăм [8, 72 с.].
Хирĕçлев мелĕпе йĕркеленĕ ваттисен сăмахĕсене тупасси. Арçури салатать, амаçури пуçтарать [8, 65 с.]. Выртакан чул мăкланать, çÿрекен чул якалать [8, 36 с.].
Танлаштару мелĕпе йĕркеленĕ ваттисен сăмахĕсене тупасси. Ашшĕ-амăш епле, ачи-пăчи çапла [8, 66 с.]. Кÿршĕри чăх кăркка пек [8, 31 с.]. Мирпе килни туй пек иртсе каять [8, 56 с.].
Ăслă сăмах тупсăмне туп. Тупсăмĕ: Кĕнеке вулан – ухмах пулман [6, 169 с.].
КеĔкНе
ВаУнЛ
УаХхМ
ПмУаЛн
Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр: Алла ал…(çăвать) [8, 74 с.]. Алла вăрăм ярсан…(ĕмĕр кĕскелет) [8, 71 с.]. Ал паракана ал туйи…( тивмест) [8, 74 с.].
Панă сăмахсенчен ватттисен сăмахĕсене пуçтар. «Ĕç вăл – пурнăç илемĕ [6, 18 с.]. Ĕçе юратакан ĕçчен пулнă [4, 50 с.]. Ĕç çынна мухтава кăларать [6, 48 с.].
вăл -
илемĕ
пурнăç
Ĕç
юратакан
пулнă
ĕçчен
Ĕçе
çынна
кăларать
мутава
Ĕç
Панă сыпăксенчен ватттисен сăмахне пуçтар.
Кил
ан
-ти
-тăр
сă
я
-мах
тух
-ла
Килти сăмах яла ан тухтăр [2, 21 с.].
Пайĕсем пăтрашăннă ваттисен сăмахĕсене майлаштарасси: Ĕç мухтать ырă хăех хăйне. (Ырă ĕç хăйне хăех мухтать) [8, 117 с.].
Ваттисен самахĕ тăрăх сочинени çырасси. «Куç хăрать те, ал тăвать» [6, 186 с.].
Пĕр çуллахи ăшă кун атте утă çулчĕ. Çанталакĕ шăрăх тăратчĕ. Ку çул утти те хитре тухрĕ. Кĕçех типĕ утта пуçтарма та вăхăт çитрĕ. Эпир Мишăпа малтанах хăраса ÿкрĕмĕр, каç пулсан ачасемпе урама выляма та тухаймăпăр тесе шутларăмăр. Атте трактор тапраса тухрĕ те утта пĕр çĕрелле пуçтарса хучĕ. Пирĕн вара тиемелли çеç юлчĕ. Анне пире ĕçлеме хавхалантарсах пычĕ. Кĕçех пире пулăшма кÿршĕсем те каçрĕç. Йышпа утта хăвăртах пуçтарса пĕтертĕмĕр.