Çĕнĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем: упра, тивĕç, халăх, пĕрлеш, сыхла, çÿп-çап, наркăмăшлă япаласем, варала, пăхăн, хăрушлăх, çăтса яр, тимĕр шапа, ывăт, кĕреш
Урок юхăмĕ
Класа урока йĕркелени
Шăппăн ларăр,
шăппăн ларăр,
Урок пырать ку класра.
Эп вулатăп, эп çыратăп
Калаçатăп чăвашла.
1) Сывлăх сунни:
- Ырă кун пултăр ачасем! Кăмăлăрсем аван-и? Ĕçлеме хатĕр-и?
2) Ушкăнпа ĕçлени. Вăйă «Пазл» пуçтарни.
- Чтобы мы хорошо поработали, нужно нам разделиться на 3 группы. Для этого каждый возьмите по кусочку пазла и соберите целую картинку (ушкăнпа ĕçлени)
- Что же получилось? (ачасен ĕçĕсем- çурхи уйăхсен ÿкерчĕкĕсем)
- А теперь сядьте за соответствующий стол (на столе надписи «май - Çу уйăхĕ», «апрель – ака уйăхĕ», «март – пуш уйăхĕ») (1-мĕш № хушса пани)
II Кăсăклантарни.
1)Урок эпиграфĕпе паллашни.
Çакă çутă тĕнчере Нет сильнее человека
Вăйли çук та этемрен: Во вселенной никого:
Шывсем çинче, çĕр çинче Он на суше и на водах
Хуçа пулса вăл тăрать. Стал хозяином всего
(К.В. Иванов) . (П.П. Хусанкай)
2) Урок темине палăртни.
- Эпир паян урокра мĕн çинчен калаçатпăр-ши? Мĕнле шутлатăр? Ăна пĕлес тесен ĕç тăвас пулать. Урок темине палăртатпăр.
У
Ă
П
Р
Н
Т
Ç
У
Т
Л
А
К
Н
А
Ç
Ă
!
2
4
1
3
5
8
6
7
12
14
10
16
11
13
9
15
17
Пурăн, çут çанталăк!
3) Калаçу ирттерни. Калаçнă май кластер туса пыни.
-Халĕ çут çанталăк çинчен калаçăпăр. Çут çанталăк тесе мĕне калаççĕ? (ачасен хуравĕсем)
-Çут çанталăка миçе ушкăна пайлаççĕ? Мĕнле ушкăнсем? (ачасен хуравĕсем)
-Чĕрĕ çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет? (ачасен хуравĕсем, хуравĕсемпе кластер тултарни)
- Чĕрĕ мар çут çанталăк шутне мĕн-мĕн кĕрет? (ачасен хуравĕсем, хуравĕсемпе кластер тултарни) 2-мĕш № хушса пани
çут çанталăк
-Ребята, как вы думаете, почему эта тема особенно важна в этом году? С чем эта тема связана? (2017 год – год экологии)
Темăпа ĕçлени
1)Словарь ĕçĕ
Упра – беречь пăхăн – придерживаться, соблюдать
Тивĕç – долг, обязанность хăрушлăх – опасность
Халăх – народ çăтса яр – проглатывать
Пĕрлеш – объединяться тимĕр шапа – черепаха
Сыхла – оберегать ывăт – выкидывать
Çÿп-çап – мусор кĕреш – бороться
Наркăмăшлă япаласем – ядовитые отходы
Варала - засорять
Текстпа паллашни. (Ачасем хăйсем тĕллĕн вуласа паллашаççĕ)
Çут çанталăк – пирĕн пуласлăх
Çут çанталăка упрасси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Çак тивĕçе пурнăçлас тесен тĕнчери пур патшалăхăн, халăхăн пĕрлешсе ĕçлемелле. Çут çанталăка сыхлас тĕллевпе тĕрлĕ организаци вăй хурать. Вĕсенчен чи палли – «GREENPEACE» (Гринпис – Ешĕл хунав). Çак организаци çĕр çинчи ÿсен-тăрана, чĕр чунсене упрас тĕллевпе ĕçлет, тавралăха çÿп-çаппа, производствăн наркăмăшлă япалисемпе вараланине хирĕç хастаррăн кĕрешет.
Кашни çын кунсеренех мĕн те пулин хăйне кирлĕ мар япала кăларса ывăтать. Экологсем палăртнă тăрăх, çулталăкра пĕр çын пуçне 800-900 килограмм çÿп-çап пухăнать.
Этеме пула юхан шывсемпе тинĕссем кăна мар, океан та вараланать. Тинĕсри тимĕр шапасем шывра полиэтилен хутаçсене медузăсем вырăнне хурса çăтса яраççĕ, çавна пула чирлеççĕ, вилеççĕ иккен. Океан нефтьпе вараланнă пирки вĕтĕ пулăсем пĕтеççĕ. Çавăнпа пулă йышĕ чакать. Хăшпĕр пулăсем пачах пĕтес хăрушлăх та пур.
Çĕр çинче çут çанталăк пĕтсен пурнăç та пĕтет. Вăрмансене касса пĕтерни, çÿп-çап куписем ÿссе пыни – пысăк хăрушлăх палли. Этемлĕх пуласлăхĕ çут çанталăкпа тачă çыхăнса тăрать. Çут çанталăкăн хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕсем пур. Вĕсене пирĕн пăхăнса пурăнмалла.
Текста ăнланнине тĕрĕслени.
- Вуланă текст тăрăх панă предложенисем содержанийĕпе тĕрĕс-и е тĕрĕс мар-и? –
Çут çанталăка упрасси – патшалăх влаçĕн тивĕçĕ. Тĕрĕс-и?
«GREENPEACE» организаци çĕр çинчи ÿсен-тăрана, чĕр чунсене упрас тĕллевпе ĕçлет. Тĕрĕс-и?
Çынсем пулă нумай тытнипе хăш-пĕр пулăсем пачах пĕтес хăрушлăх пур. Тĕрĕс-и?
Çĕр çинче çут çанталăк пĕтсен те пурнăç пĕтмест. Тĕрĕс-и?
Çут çанталăкăн хăйĕн йĕрки, çирĕп саккунĕсем. Тĕрĕс-и?
Çут çанталăкăн саккунĕсене пăхăнмалла мар. Тĕрĕс-и?
Кану саманчĕ
Çÿп-çап пуçтаратпăр, Урапа таптатпăр,
Михсем ăшне хуратпăр, Шывпа шăваратпăр.
Урамсене шăлатпăр, Ÿсчĕр пирĕн йывăçсем
Йывăçсем ларатпăр, Савăнтарччĕр çынсене.
Грамматика материалĕпе ĕçлени.
1)Глаголсене кирлĕ формăра латса çырса илни (карточкăпа ĕçлени)
Кĕленче ванчăкне шыва та, çул çине те, çĕр çине те ан … . Вăл шывра та, çĕрте те çĕрмест. Шыв – çут çанталăк пурлăхĕ. Çын вараламасан юхакан шыв хăвăртрах … . Юхман шыв час … .
Усă курмалли сăмахсем: пăрах, варалан, варала, тасал.
2) Творчество ĕçĕ. «Пурăн, çут çанталăк!» буклет тăвасси
(Класс 3 ушкăнпа ĕçлет. Пĕремĕш ушкăнĕ хуплашкине йĕркелет. Иккĕмĕш ушкăнĕ ваттисен сăмахĕсем страница йĕркелет. Виççĕмĕш ушкăн - сĕнÿ тексчĕ пуçтарать)( 3-мĕш № хушса пани)
Пĕтĕмлетÿ. Рефлекси
Хамăр ĕçе пĕтĕмлететпĕр:
Эпир мĕнле ĕçлерĕмĕр? (ачасен хуравĕсем)
Йăнăшсем турăмăр-и? (ачасен хуравĕсем)
çĕнни мĕн пĕлтĕр? (ачасен хуравĕсем)
çут çанталăка эсир мĕнле сыхлăр?(ачасен хуравĕсем)
Çут çанталăка упрас тесен эсир мĕн тунă пулăттăр? (ачасен хуравĕсем)