Семенова Людмила Алексеевна(Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен Семенова Людмила Алексеевна хатĕрленĕ( МБОУ «Шемуршинская средняя общеобразовательная школа ))
Урок теми: Сайра тĕлпулакан чечексем
Урок тĕллевĕсем:1)ачасене тăван тавралăх илемне туйма, сăнама, юратма, упрама вĕрентесси, çутçанталăк çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине курма хăнăхтарасси; пĕлес килнине вăйлатасси. 2)Хальхи причасти формисемпе усă курма хăнăхтарасси;
- Халĕ мĕнле урок?(Халĕ чăвашчĕлхиурокĕ.Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе, атте-анне чĕлхи).
-Паян пирĕн патра хăнасем. Вĕсене те ырă сунар-ха.
-Шăппăн ларăр.
Шăнкăрав сас пачĕ, урока чĕнсе.
Пĕтĕм класс шăпланчĕ, парта хушшинче.
-Паян класра кам дежурнăй?
-Класра кам çук?Эпир пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесен пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.
-Пурне те ăнăçу сунатăп.
-Паян мĕнле кун? (Юн кун)
- Ĕнер мĕнле кунччĕ? (Ĕнер ытлари кунччĕ).
- Ыран мĕнле кун пулать? (Ыран кĕçнерни кун пулать).
Киле панă ĕçе тĕрĕслесси
3.Çĕнĕ тема вĕренесси
Эпир паян сайра тел пулакан хăш-пĕр чечексем çинчен калаçăпăр. Пулас ăрусем валли çут çанталăка мĕнле упраса хăварасси çинчен калаçăпăр.
3-мĕш хăнăхтарури ĕçе пурнăçлатпăр.
1)Словарь ĕçĕ:
Тĕл пултăмăр - встретили,
Пысăк йывăрлăхра, пĕр шелсĕр, çултан-çул чакать, тÿлеççĕ,пăрахмаççĕ, ирĕклĕ ÿснĕ, вăрман хĕррисенче, шăпах (ачасем учитель хыççăн пурте пĕрле калаççĕ)
2) Текстпа ĕçлесси.
Текста ачасем пайăн-пайăн вулаççĕ, вырăсла куçараççĕ.
3) Текст тăрăх ыйтусемпе ĕçлесси.
Текст мĕн çинчен пулчĕ?
Мĕн вăл «Хĕрлĕ кĕнеке»? (Ку кĕнекене сахалланса юлнă ÿсен-тăрансемпе чĕрчунсене кĕртнĕ. Вĕсене пирĕн упрамалла.)
Мĕнле чечексене Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ? (Текстран тупса вуламалла).
Эсир хăвăр Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ мĕнле чечексене пĕлетĕр?
Шухăшламалли ыйту:
Чĕр чунсене те, вĕçен кайăксене те, ÿсен-тăрансене те Хĕрл кĕнекене кĕртнĕ. Мĕншĕн кĕнекине хĕрлĕ тенĕ-ши?
Хĕрлĕ тĕс вăл хăрушлăх палли(опасность). Çут çанталăк чухăнланса ан юлтăр тесе тăрăшать патшалăх.
4.Вĕреннине çирĕплетесси
Кĕнекери 7 – мĕш хăнăхтарупа ĕçлетпĕр. Адонис çинчен каласа параççĕ. 2 слайд
8- мĕш хăнăхтарупа ĕçлетпĕр. Çеçпĕл çинчен калаçатпăр. 3 слайд
9-мĕш хăнăхтарупа ĕçлетпĕр. Предложенисене вырăсларан чăвашла куçараççĕ Брандушка , бузульник çинчен калаçатпăр. 4 слайд
Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине çавăн пекех ÿсен – тăрансене те кĕртнĕ. Лантăш, çеспĕл, утмăлтурат, кăкшăм чечекĕсем те сайра тĕлпулакан чечексем.
лантăш, вырăсла вара –ландыш. Унран чĕре чирĕсене сиплеме эмелсем тăваççĕ. Ун вăрри çĕр çине ÿкнĕ хыççăн чечеке лартăр тесе вунă çул кĕтмелле.
Çеçпĕл чечекĕ (подснежник) –çуркуннехи пĕрремĕш чечек. Хĕвел хĕртсе пăхма пуçласанах шăтса тухса чечеке ларать вăл. Çынсем вĕсене нумай татма пуçларĕç, çавăнпа чечексем пĕтсе пыраççĕ. Унпа эмел тунă çĕрте усă кураççĕ.
Утмăл турат. Ытларах ырашпа тулă уйĕсенче ÿсет. Медицинăра анлăн усă кураççĕ: хырăм ыратнинчен, ÿт, чĕре тата куç чирĕсенчен. Унра тĕрлĕ микроэлементсем пур. Ытла та хитрее вăл çу варринче. Утмăлтуратран чей туса ĕçни апат антарма пулăшать.
Купальница. Садсенче 16-мĕш ĕмĕрте лартма пуçланă.
Ытларах июлĕн 6-мĕшĕ тĕлне чечеке ларать. Çавăн чухне вара пире питĕ нумай татса пĕтереççĕ. Çак куна день Ивана Купала теççĕ.
5. Пĕтĕмлетÿ.
-Тăван тавралăх – эпир пурăнакан вырăн, пирĕн таврари çут çанталăк.
Хăçан илемлĕ-ши пирĕн çут çанталăк?
(Çут çанталăк пирĕн тавра тĕрлĕ чĕрчунсемпе ÿсентăрансем пулсан татах та илемлĕ.)
-Анчах çут çанталăк илемĕ камран килет-ха? Шухăшлăр-ха, эпир хамăр çут çанталăка сиен кÿместпĕр-и?
Юлашки вăхăтра этем çут çанталăк илемне аркатма пуçларĕ.
-Пирĕн патшалах çутçанталăка упраса хăварас тесе мĕнле ĕçсем тăвать-ши?
Сайра тĕл пулакан чĕр чунсене, чечексене сыхласа хăварас тесе ятарласа заповедникем уçаççĕ. Чăваш Республикинче „Чăваш вăрманĕ” наци паркĕ пур. Кунта Шăмăршă тата Патарьел районĕсен территорийĕсем кĕреççĕ. Пирĕн Республикăра тата Присурский заповедник пур.
Кашни районта тенĕ пекех ятарласа сыхласа тăракан территорисем пур, вĕсене памятники природы теççĕ. Кунта тĕрлĕ парксем, юхан шывсем, вăрмансем, ращчасем кĕреççĕ.
Пирĕн районти вăрмансене Шăмаршă лесничестви пăхса тăрать.
2013–мĕш çула Раççейре тавралăха сыхламалли çулталăк тенĕччĕ. Кун çинчен В.Путин президент указ кăларнăччĕ.
Чечексене упраса хăварас тесен пирĕн мĕн тумалла тата
мĕн тумалла мар?» плакат кăларасси. Хушу наклоненийĕнче çырмалла
Ачасене хутсем, фломастерсем валеçсе паратăп. Ĕçе икшерĕн пурнăçлаççĕ. Вуласа параççĕ.
- Паян урокра мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?
- Мĕнле çĕнĕ сăмахсем вĕрентĕмĕр?
- Чечексем çинчен мĕн калама пултаратăр?
Учитель. Хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Этемĕн çĕр çинчи çак тивĕçне пирĕн манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан – хамăра та сăвап пулĕ.
6. Килти ĕç.
Çеçпĕл çинчен калав çырмалла .
7. Ачасен ĕçне хаклани.
Пурте пĕрле:
Тăван çĕре упра, юрат, Чысла тăван çĕре, Вара сан пурăнма юрать Çак çутă тĕнчере!
Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.