Ырă кун пултăр. Аван-и? Чиперех пурăнатăр-и? Сывлăхăрсем епле? Паян класра кам çук?
Мěн чухлě ыйту паян ман сирěн пата. Паян эпир сирěнпе ыйтуллă проедложенисем тавра ěçлěпěр.Малтанах пуҫламăш класра вӗреннине аса илěпěр.
1.Пуҫламăш класра вӗреннине аса илесси.
-Мӗнле предложенисене ыйтуллă теҫҫӗ?
-Ыйтуллă предложени вӗҫне мӗнле паллă лартаҫҫӗ?
- Ыйтăва чăваш чӗлхинче мӗнле мелпе палăртаҫҫӗ?
--Мӗнле предложенисене кăшкăруллă теҫҫӗ?
Мěнле тěллевпе каланине кура предложенисем ыйтусăр тата ыйтуллă
пулаççě.Ыйтусăр предложени ыйтуллинчен ыйту çуккипе уйрăлса тăрать. Ыйтуллă предложени мěн çинчен те пулин ыйтса каланине пěлтерет. Ыйтăва ыйтуллă сăмахсемпе тата ыйту татăкěсемпе палăртма пулать.
2.Текстпа ӗҫлесси
Чăваш шăпи вăрманпа тачă çыхăннă. Мěн вăл- вăрман? Вăрман вăл- симěс аптека, апат-çимěç нӱхрепě.Çырлине, кăмпине тататпăр, эмел курăкě пухатпăр.Вăрман вăл-тискер чěр чунсен кил-çурчě. Мěнпе илěртет-ха пире вăрман? Вуншар тěрлě кайăк пире хăйсен юррисемпе савăнтарать. Çěршер те пиншер вăрттăнлăх усрать вăрман, вăл вуласа пěтереймен кěнеке.
Вăрман вăл-юхан шывсен тулăхлăхě,вěсен пурнăçě. Вăл çурхи шывсен юххине чарать. Вăрман- уй-хир паракан тухăçлăха хăпартакан хуралçă. Эрозирен сыхлаканě те вăлах. Ваттисем вăрмана çук çын тăлăпě тесе ахаль каланă-и? Вăрман çынна нихăçан та пушă алăпа ямасть. Кам кăна савăнмасть-ши вăрман пуянлăхěпе?
Вăрман – чăнах та, пирĕн пуянлăх. Вăрман пек пуянни, уй пек асли çук тенĕ ватăсем. Вăрмансăр пурăнма май çук. Апла ăна упрамалла. Вăрман çинчен нумай пĕлмелле.
а) илемлě вулав;
ă) словарь ěçě;
тулăхлă – обильный, богатый, зажиточный
тăлăп- тулуп
эрози- çěр пичě çийěнни
тухăçлăх- урожайность
-Мěншěн вăрмана çук çын тăлăпě тесе каланă-ши?
-Мěнпе танлаштарать автор вăрмана?
-Мěнле ваттисен сăмахěсене тěл пултăр? (Вăрмана çук çын тăлăпě. Вăрман пек пуянни, уй пек асли ҫук тенĕ ватăсем.)
-Ыйту татăкě чăваш чěлхинче хăш член çумне хушăнать?(сказуемăй)
-Тата çěнни мěн вуласа пěлтěр? (кăшкăруллă пр.)
-Хутлă предложенисем пирки ыйтуллă е ыйтусăр теме май пур-и?
Содержание кура ыйтусăррисем калуллă, е хистевлě пулаççě. Ěмěте, сунăма палăртма пултараççě.(схема тăваççě)
Ыйтусăр предложени
калуллă хистевлě сунăмлă
Ыйтуллă предложени тăвас уйрăмлăхсем
Чăваш чěлхинче
Вырăс чěлхинче
Ыйту сăмахěсемпе
Камăн укçа пур?
У кого есть деньги?
Ыйту татăкěсемпе
Ахаль шуралать-и çÿç?
Ырă тантăш-тăвансем, пире хисеп тумăр-ши?
Что же мне сделать хорошего для тебя?
Ты не смогла бы помочь мне?
Сегодня идешь в школу?
Хăнăхтарусемпе ěçлесси
1-мĕш хăн.(ḉырмасăр)
2-мĕш хăн.
Ыйтусăр предложени тăвăр
1.Кам сума сумасть-тĕр Сăпани кинемее?
2.Сахал-им пирĕн хальхи вăхăтра аслă ḉĕр-шыв тăрăх саланса
кайнă пултаруллă ḉамрăксем?
3.ḉĕр-шывра илемлĕ вырăнсем сахал-им?
4.Хирти сарă чечеке ăшă куḉпа кам пăхмĕ?
5.Мĕнле-мĕнле хушамат ḉук-ши пирĕн ялта?
Клоуз-тест
1…. упа, унта тирě.
2.Хуçи …, лаши çапла.
3. …акатăн, çав шăтать.
4. … ěçлет, çав çиет.
5.Атте-анне пур çинче … шухăш пур пуç çинче.
1. Ăçта упа, унта тирě.
2.Хуçи мěнле, лаши çапла.
3. Мěн акатăн, çав шăтать.
4. Кам ěçлет, çав çиет.
5.Атте-анне пур çинче мěн шухăш пур пуç çинче.
Йăнăш тупăр та тÿрлетӗр
1.Ӑҫта-ши ҫухалчӗҫ хӗрÿ căмахсем?
2.Ахальтен-и шкул ÿнерпе эстетика пӗлӗвӗ парать,
спортсменсене хатӗрлет?
3.Ҫакă-ши пулать вăл юрату?
4.Уйăх вăл тулать те катăлать… Ҫын кăна мӗн-ма-шм ватăлать?
Чăваш чӗлхинче ыйтуллă татăк яланах сказуемăй ҫумне хушăнма тăрăшать. Анчах те вырăс чӗлхине пăхса, те тирпейсӗрлӗхе пула хăш-пӗр сăвăҫсем чӗлхен ҫак йӗркине пăхăнмаҫҫӗ. Ыйтуллă татăксене предложенире сăвă виҫишӗн ăҫта кирлӗ унта кӗрте-кӗрте лартаҫҫӗ.Акă А.Алка сăввинчи тӗслӗх:
Чунăм, эс мӗскер-ши туйрăн,
Шыв хапхийӗ уҫăлсан.
Ку тӗслӗхре мӗскер сказуемăй пулмасть, ҫавăнпа та –ши татăка ун ҫумне лартни тӗрӗс мар.